Презентация - Города Чувашии

Города ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода ЧувашииГорода Чувашии







Слайды и текст этой презентации

Слайд 1

ГОРОДА
ЧУВАШИИ
,
ЧĂВАШ ЕН ХУЛИСЕМ

Слайд 2

2
ЧЕБОКСАРЫ – ШУПАШКАР НОВОЧЕБОКСАРСК – ÇĔНĔ ШУПАШКАР КАНАШ – КАНАШ АЛАТЫРЬ – УЛАТĂР ШУМЕРЛЯ – ÇĔМĔРЛЕ ЦИВИЛЬСК – ÇĔРПЎ КОЗЛОВКА – КУСЛАВККА МАРИИНСКИЙ ПОСАД – СĔНТĔРВĂРРИ ЯДРИН - ЕТĔРНЕ
Ку Чăваш Республики. Унта 9 хула.

Слайд 3

КАРТА ÇИНЕ ХУЛАСЕН ЯТНЕ ЧĂВАШЛА ÇЫРМА ПУЛТАРАТĂР-И?
ШУПАШКАР
ÇĒНĒ ШУПАШКАР
СĒНТĒРВĂРРИ
ЕТĒРНЕ
ÇĒРПŸ
ÇĒМĒРЛЕ
УЛАТĂР
КУСЛАВККА
КАНАШ
ХУЛАСЕНЕ АСТУСА ЮЛТĂР-И?
3

Слайд 4

Столица Чувашской Республики
Ш У П А Ш К А Р
4

Слайд 5

5
Шупашкар çинчен пĕрремĕш хут вырăс летопиçĕсенче 1469 çулта асăннă. Мускав патшисем хăйсен влаçне çиреплетме Вăтам Атăл тăрăхĕнче крепость хуласем тунă. Шупашкар шăпах вĕсенчен пĕри пулнă. 1920 çулта Чăваш автономине туса хурсан Шупашкар республи-кăн тĕп хули пулса тăрать. Халĕ Шупашкарта 470 пине яхăн çын пурăнать. Кунта респу-бликăри чи пысăк предприятисем вырнаçнă.

Слайд 6

«Элара» - приборсем тăвакан завод. Вăл заводра авиаци тата тинĕспе юханшыв транспорчĕсем валли приборсем тăваççĕ.
Электроаппаратура завочĕ – Раççейри электротехника кăларакан заводсенчен чи пысăкки шутланать.
«Промтрактор» - тракторсем тăвакан завод.
6
Шупашкарти пысăк предприятисем

Слайд 7


7
Театрсем
Театрсен ячĕсене пĕлетĕр-и?
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ
Оперăпа балет театрĕ
Çамрăксен театрĕ
Вырăс драма театрĕ
Пукане театрĕ

Слайд 8

Аслă пĕлÿ паракан шкулсем
Мускав патшалăх уçă университечĕн филиалĕ
8
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патша-лăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ
Ял хуçалăх академийĕ
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ

Слайд 9

Музейсем
В.И.Чапаев пурăннă çурт
9
Чăваш наци музейĕ
Музейсене пĕлетĕр-и ?
Геологи музейĕ
Ÿнер музейĕ
В.И.Чапаев музейĕ

Слайд 10

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсене халалласа лартнă ПАЛĂКСЕМ
10
Палăксене пĕлетĕр-и ?
И.Я.Яковлев палăкĕ
К.В.Иванов палăкĕ
М.Сеспель палăкĕ
А.Г.Николаев палăкĕ
В.И.Чапаев палăкĕ

Слайд 11

Монументсем
11
«Мускав çулĕ» монумент
Мухтав монуменчĕ
Анне монуменчĕ

Слайд 12


12
Шупашкарти чиркÿсемпе соборсем
Святуй Троица чиркĕвĕ
Хĕрарăмсен монастырĕ
Святуй Татиана чиркĕвĕ
Введени чиркĕвĕ
Святуй Михаил Архангелăн чиркĕвĕ
Успени соборĕ
Эсир вĕсене пĕлетĕр-и?

Слайд 13

Чи юратнă кану вырăнĕ - залив
Çулла уйрăмах кунта халăх йышлă. Заливри уçă сывлăш, илемлĕ фонтансем, шыв çинче кимĕсемпе ярăнни, терлĕ уявсене хаваслă ирттерни пурне те питĕ килĕшет.
13

Слайд 14

14
Çĕнĕ Шупашкар – республикăри хуласенчен чи çамрăкки. Анчах та пĕлтерĕшĕпе те пысăкăшĕпе Шупашкар хыççăн иккĕмĕшĕ. Ку хула Атăл çинче Шупашкартан 10 çухрăм анатарах вырнаçнă. Çĕнĕ Шупашкара 1960 çулта никĕсленĕ. Хула ятне 1965 çулта панă. Кунта 200 пине яхăн çын пурăнать. Çĕнĕ Шупашкар унпа юнашар пысăк гидроэлектро-станци пуррипе паллă. 80-мĕш çулсен пуçламăшĕсенче вăл пĕрремĕш хут электроэнергии панă.

Слайд 15

Собор площадĕнче
Князь Владимир соборĕ
Собор умĕнчи фонтана Çĕнĕ Шупашкар вырăнĕнче пулнă 13 яла асăнса туса лартнă. Фонтан плити çине ял ячĕсене çырса хунă.
15

Слайд 16

Мухтав аллеи
Çĕнĕ Шупашкарта Совет Союзĕн геройĕ В.Винокуров çуралнă. Унăн ячĕпе хулан пĕр урамне ят панă.
16

Слайд 17

«Химпром» производство пĕрлешĕвĕ. Кунта килти хуçалăхра кирлĕ препаратсем, минераллă удобренисем туса кăлараççĕ.
Пир-авăр тĕртекен фабрика. «Пике»
17
Хулари пысăк предприятисем

Слайд 18

К а н а ш
Канаш – республика пĕлтерĕшлĕ хула. Ăна хула ятне 1924 çулта панă. Вăл Шупашкартан 80 çухрăм кăнтăрарах Мускав – Хусан чугун çул çинче вырнаçнă. Канаш – автомобиль çулĕсен тĕвви те.
18

Слайд 19

Эпир Канашра
19

Слайд 20

20
Канашри пысăк предприятисем
Вагонсем юсакан завод – Канашри чи ватă предприятии.
Электропогрузчиксем тăвакан завод

Слайд 21

Алатырь
21

Слайд 22

Улатăр – ватă хула. Вăл Шупашкартан 200 çухрăм кăнтăр хĕвел анăçнелле Сăр шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ēлĕк-авал Улатăр крепость хула пулнă. Унăн историйĕ пуян. Кунта тĕнчипе паллă çынсем чылай çуралнă. Вĕсенчен пĕри хĕç-пăшал ăсти – И.Судаев.
22

Слайд 23

«Электроприбор» заводĕнче
Холодильник туса кăларакан завод
23
Улатăрти пысăк предприятисем
Пур енчен те Улатăра вăрман хупăрласа тăрать, кунтах ăна касса-çурса тирпейлекен икĕ комбинат вырнаçнă. Промышленность предприятийĕсем: механика завочĕ, «Электроприбор», «Электро-автомат» заводсем, атă-пушмак, сĕтел-пукан фабрикисем.

Слайд 24

Шумерля
Çĕмĕрле станцийĕ 1916 çулта «Мускав – Хусан» чугун çул хывнă чухне йĕркеленнĕ. Станцине 3 çухрăмра ларакан Çĕмĕрле ятлă ял ячĕпе панă. Кайран вăл хула пулса тăнă. Çĕмĕрле вăрман варринче, Сăр шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
24

Слайд 25

Çĕмĕрле тăрăхĕ юман вăрманĕсемпе пуян, çавăнпа кунта сĕтел-пукан тăвасси аталаннă. Çĕмĕрлере туса кăларакан сĕтел-пукан нумайăшне килĕшет. Çĕмĕрле юманĕнчен хатĕрленĕ сĕтел-пукана Мускавра тата ытти пысăк хуласенче курма пулать. Автофургон комбинатĕнче малтанах юманран урапа, паркет, сĕтел-пукан ăсталанă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче вара кунта планерсем, Як -6 тата По-2 самолетсем тăвассине йĕркелесе янă. Ятарлă автомобильсен заводĕнче тĕрлĕ службăсем валли ятарлă машинсем пуçтараççĕ.
25
Автофургон комбиначĕ
Çĕмĕрле предприятийĕсем
Ятарлă автомобильсен завочĕ

Слайд 26

Çĕмĕрлере
26

Слайд 27

Çĕрпÿ хулине 1589 çулта никĕсленĕ. Вăл Мăн Çавал ятлă юхан шывăн çыранĕнче вырнаçнă. Ку юхан шыв халĕ тарăнах мар. Ваттисем каланă тăрăх, 1910 çулта хулана питĕ вăйлă шыв илнĕ. Ун чухне çынсем кимĕпех ишнĕ. Хула витĕр Хусан – Шуапшкар – Чулхула автоçул иртсе каять. Çĕрпÿрен Ульяновскпа Сызрань еннелле тепĕр автоçул пуçланать.
27
Цивильск

Слайд 28

Çĕрпÿри Тихвин монастырĕ
К.Маркс урамĕ
Святуй Троица соборĕ
28

Слайд 29

Çĕрпÿ ярмаркинче
29

Слайд 30

Козловка
Куславкка Атăлăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Ку хула Чăваш Республики Марий Элпа Тутарстанпа чикĕленнĕ вырăнта ларать. Куславккана ĕлĕк çăмарта пристанĕ тенĕ. Çуллахи вăхăтра кунта таврари ялсенчен миллион-миллион çăмарта пуçтарнă. Кайран вĕсене Петербурга тата Англине ăсатнă.
30

Слайд 31

Куславккара
Куславкка Хусан университечĕн профессорĕ, паллă математик Н.И.Лобачевский ячĕпе çыхăннă. Кунта вăл çуллахи вăхăтра канса пурăннă.
31
Паллă чăваш писателĕ Н.Ф.Мранька пурăннă çурт
Г.Г.Волочков купецăн çурчĕ

Слайд 32

Мариинский Посад
Сĕнĕрвăрри Кĕçĕн Сĕнтĕрпе Мăн Сĕнтĕр Атăлпа пĕрлешнĕ вырăнта ларать. 1620 çулсенче ку вырăнта Сĕнтĕр ятлă ял пулнă.
32

Слайд 33

Виççĕмĕш космонавт Андриян Григорьевич Николаев Шуршăл ялĕнче çуралнă. Вăл Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ.
Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейĕ
33

Слайд 34

Ядрин
Етĕрне – республикăри ватă хуласенчен пĕри. Ăна 1590 çулта никĕсленĕ. Хула вырăнĕнче малтан чăваш ялĕ пулнă. Унăн ятне Ядрый ятлă пĕр пуян ячĕпе панă.
34

Слайд 35

Н.И.Ашмарин профессор ятне тĕнчипех пĕлеççĕ. Вăл чăваш чĕлхин 17 томлă словарĕн авторĕ, тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи. К.В.Волков врач ячĕ те сумлă, вăл халăха сиплес, çĕнĕ больницăсем уçас тесе нумай тăрăшнă. Хăй вăхтĕнче Лев Толстой писательпе туслă пулнă. СССР халăх артисчĕ Н.Д.Мордвинов та Етĕрнеренех. «Котовский»кинокартинра вăл тĕп роле вылянă.
Ку лечебницăра К.В.Волков ĕçленĕ
35
Вĕсем Етĕрнене чапа кăларнă.
Н.Д.Мордвинов пурăннă çурт
Н.И.Ашмарин

Слайд 36

Тĕрĕслев ĕçĕсем
36
Хуласем асра юлчĕç-и? Пушă вырăнсене хула ячĕсене кирлĕ формăра лартса тухăр.
………………… 1469 çулта пĕрремĕш хут асăннă. 2.Çавал хĕрринче……………….. ларать. 3.……………………..вăрман хуçалăх техникумĕ пур. 4.……………………..ĕлĕк çăмарта пристанĕ тенĕ. 5..…………………... сĕтел-пукана пысăк хуласенче курма пулать. 6.…………………....И.Судаев çуралнă. 7. Вагонсем юсакан завод……….………..вырнаçнă. 8………………...Н.И.Ашмарин çуралса ÿснĕ. 9.………………………….200 пине яхăн çын пурăнать.

Слайд 37

Тĕрĕслев ĕçĕсем
37
Хуласем асра юлчĕç-и? Пушă вырăнсене хула ячĕсене кирлĕ формăра лартса тухăр.
………………… 1469 çулта пĕрремĕш хут асăннă. 2.Çавал хĕрринче……………….. ларать. 3.……………………..……….вăрман хуçалăх техникумĕ пур. 4.…………………………..ĕлĕк çăмарта пристанĕ тенĕ. 5..…………………... сĕтел-пукана пысăк хуласенче курма пулать. 6.…………………....И.Судаев çуралнă. 7. Вагонсем юсакан завод……….………..вырнаçнă. 8…………………………Н.И.Ашмарин çуралса ÿснĕ. 9.………………………………...200 пине яхăн çын пурăнать.
ШУПАШКАРА
ÇĒРПŸ
ÇĒНĒ ШУПАШКАРТА
КАНАШРА
КУСЛАВККАНА
УЛАТĂРТА
ÇĒМĒРЛЕРИ
СĒНТĒРВĂРРИНЧЕ
ЕТĒРНЕРЕ

Слайд 38

Улатăр
Шупашкар
Канаш
Куславкка
Етĕрне
Çак ребуссенче мĕнле хула ячĕсем пытаннă-ши?
38

Слайд 39

Ачасен ĕçĕсем
Пĕтĕмлетÿ урокне хатĕрлесе килнĕ ĕçсем
39

Слайд 40

Манăн тăван хула
Буклет авторĕ : 8в класра вĕренекен Семякин Сергей
40
Шупашкар - чăваш çĕршывĕн тĕп хули. Вăл ватă хула. Ăна пĕрремĕш хут 1469-мĕш çулта асăннă.
Хулара театрсем, кинотеатрсем тата ытти культура керменĕсем çынсене пушă вăхăта интереслĕ ирттерме чĕнеççĕ.
Юрататăп сана, Шупашкарăм, Илемлен эс ялан, ман хуламăр!

Слайд 41

Пулмăшсем
Ака тăвас тур лаша Тухса кайнă Канаша, Тухса кайнă Канаша, Унта курнă тамаша.
Асар-писер Çăпата Ирех кайнă Çĕрпÿне, Икĕ йĕпсе сутнă та Илсе килнĕ кĕреçе.
Куславккана кайрăм та Куртăм самăр тунката, Тепре кайса пăхрăм та Туса хунă çăмарта.
Хатĕрлекенĕ: 8 б класра вĕренекен Фёдорова Ирина.
41

Слайд 42

СИНКВЕЙНСЕМ
Шупашкар Пысăк, илемлĕ Ÿсет, чечекленет, капăрланать Шупашкар Атăл хĕрринче вырнаçнă Тĕп хула
Çĕнĕ Шупашкар Хитре, çамрăк Ешерет, тăсăлать, пысăкланать Çĕнĕ Шупашкар ГЭС çумĕнче вырнаçнă хула
Канаш Ватă, сумлă Çĕнĕлет, илемленет, ÿсет Канаш чугун çул çинче вырнаçнă Республика пĕлтерĕшлĕ хула
Етĕрне Ватă, паллă Ешерет, хитреленет, ÿсет Етĕрнере Н.И.Ашмарин çуралнă хула
Çĕрпÿ Ватă, пĕчĕк Ÿсет, капăрланать, чечекленет Çĕрпÿ Çавал хĕрринче вырнаçнă хула
Сĕнтĕрвăрри Паллă, хитре Ÿсет, ешерет капăрланать Сĕнтĕрвăрри районĕнче А.Г.Николаев çуралнă хула
Куславкка Ватă, хăтлă Çитĕнет, ÿсет, чечекленет Куславккана ĕлĕк çăмарта пристанĕ тенĕ хула
Çĕмĕрле Илемлĕ, паллă Пысăкланать, чечекленет, ÿсет Çĕмĕрлери сĕтел-пукан пĕтĕм çĕршывĕпех паллă хула
Улатăр пуян историллĕ, ватă çĕнĕлет, ÿсет, ешерет Улатăр Сăр хĕрринче вырнаçнă хула
Хатĕрлекенсем: 8 а класра вĕренекенсем
42

Слайд 43

Тавтапуç
Ăнăçу сунатпăр!
43