Слайды и текст этой онлайн презентации
Слайд 1
Тема: Константин Васильевич Ивановăн хайлав.сенчи апат- =им.= яч.сем
Т.ллев.%
К?Иванов хайлав.сене вуласа тухса в.сенче т.л пулакан апат-=им.= яч.сене тишкересси
Слайд 3
«Нарспи» поэмăра чăваш халăхĕн пурнăçĕ, кун-çулĕ, йăли-йĕркисем лайăх сăнланнă. Уйрăмах автор чăваш туйĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Çавăнпа та пулĕ ĕнтĕ поэмăра çак уявпа çыхăннă апат-çимĕç ячĕсем йышлă: туй сăри, туй пăтти, икерчĕ т.ыт.:
Слайд 4
«Ырă кĕр Тăхтаман
Туй пăттипе сăйласа
Туй халăхне пуç таять,
Çапла сăмах каласа…»
«Нарспи ларать лаççинче
Икерчĕсем çуласа…»
Поэмăра чи тăтăш тĕл пулакан сăмах вăл – сăра. Тĕслĕхрен,
«Тарăн нхреп ăшĕнче
Мĕн чухлĕ сăра пĕтмен-ши?! »
«Тантăш патне кĕрет те
Уçать сăра чĕресне,
Туя пыма йыхăрса
Ĕçтерет туй сăрине…»
Е тата: «Нарспи кĕчĕ сăрапа,
Леш хăнана ĕçтерет…»
Ку,паллах, ĕлĕк чăвашсем сăрана ытларах кăмăлланипе çыхăннă.
Слайд 5
Эрех çинчен автор сахал асăнать. Ун çинчен каланă чухне эрехе сивлет те темелле:
«Укçапала эрехех
Çынна ăсран кăларать… »
Слайд 7
Çапла майпа К.В.Иванов пултарулăхне тишкерсе тухнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлет тума пулать. Асăннă хайлавсенче тĕл пулакан апат –çимĕç ячĕсем хăй вăхăтĕнче тĕп вырăнта пулнă. Вĕсенчен нумайăшĕ чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçĕпе çыхăннă, çавна кура хăш –пĕрисем хальхи вăхăтра пачах та тĕл пулмаççĕ. Çавăнпа та хайлавсене вуласа паллашакансем халăхăн историйĕпе йăли –йĕркисене пĕлме тата хальхи вăхăтра вĕсемпе пурнăçра усă курма пултараççĕ.